Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
26 Нарӑсӑн 2020, 11:03

Владимир Путин Пушкăртстанри Верховнăй суд судйисене çирĕплетнĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин февралĕн 20-мĕшĕнчи Указĕпе федераллĕ судьясене çирĕплетнĕ. Çакăн çинчен «Башинформ» ИА пĕлтерет, Пушкăртстанри Верховнăй суд информацине тĕпе хурса.

Документпа килĕшÿллĕн, Пушкăртстанри Верховнăй суд судьисен должнăçне Регина Аюпована тата Ингрида Индана çирĕплетнĕ, Давлекан район сучĕн судйи Вадим Галимзянов пулать, Уфа хулин Калинин район сучĕн судйи — Азамат Мухаметзянов, Уфа хулин Совет район сучĕн судйи — Сослан Искужин.
Кунсăр пуçне Владимир Путин «О назначении судей федеральных судов» Указа алă пуснă, ун тăрăх Уфа хулин Совет район сучĕн судйине Азалия Шакирьянована çирĕплетнĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: