Пиртен кашниех пурнăçĕнче пĕрре те пулин пахалăхсăр тавар, сроке тухнă апат-çимĕç, ĕçлемен йăлари техника, начар пахалăхлă атă-пушмак е тумтир туяннă ĕнтĕ. Этикетка çинчи хак чекри хакпа пĕр килменни те пулнă. Пĕрисене Интернет урла туяннă тавара каялла тавăрса пама юрамасть тесе ĕнентернĕ. Теприсене сутуçăсем хушма çăмăллăх ирĕксерлесе илме хистенĕ. Çакнашкал серепене лекес мар тесен, лару-тăрăва йĕркелесе ярас тесен ăçта каймалла?
Потребительсен, тавар туянакансен прависене хÿтĕлекен структура пур вĕт. Çак структура представителĕ — потребительсен прависене хÿтĕлекен пай тата Пушкăртстан Республикинчи суту-илÿпе потребительсен прависене хÿтĕлекен патшалăх комитечĕн начальникĕ Ляля Сулейманова «Доброе утро, республика» телекăларăмра пулса потребительсен ыйтăвĕсене хуравланă.