Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
27 Нарӑсӑн 2020, 12:13

Талăкра «Лидеры России. Политика» конкурса 8 пин ытла çын регистрациленнĕ

Февралĕн 25-мĕшĕнче «Лидеры России. Политика» Пĕтĕм Раççей конкурсне — «Россия — страна возможностей» президент платформин проекчĕсенчен пĕрне — старт панă. Проекта регистрациленме уçнă вăхăтра Раççейри мĕнпур федераллĕ округсенчен 8270 заявка килнĕ.

Пуринчен ытларах заявка Мускавран (17,2%), Свердловск облаçенчен (7,9%), Мускав облаçенчен (5,4%), Санкт-Петербургран (5,1%) и Башкортостан Республикинчен (4,9%) килнĕ. Тĕпрен илсен, арçынсен заявкисене регистрациленĕ — 87,3 %. Регистраци тапхăрĕн мĕнпур заданисене малти пулса пурнăçланисенчен пĕри хĕрарăм пулни тĕлĕнтерет.
«Россия — страна возможностей» АНО Генеральлĕ директорĕ Алексей Комиссаров конкурсăн пĕрремĕш талăкри пĕтĕмлетĕвне комментари панă: «Эпир проектпа çакнашкал интересленессине кĕтменччĕ».
Февралĕн 26-мĕшĕнче Конкурс сайтĕнче участниксене ырламалли тата пулăшмалли страница уçăлнă. Конкурса Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе ирттереççĕ, йĕркелÿçи — «Россия — страна возможностей» АНО.
Унта хутшăнакансем мартăн 16-мĕшĕччен (Мускав вăхăчĕпе 18 сехетчен) регистрациленме пултараççĕ. Проект çинчен тĕплĕнрех пĕлме — политическиелидеры.рф.
Читайте нас: