2019 çулхи январьпе танлаштарсан, асăннă рынок 32 % ÿснĕ, 200 млн тенкĕрен 270 млн тенкĕ таран.
Ÿсĕм хăвăртлăхĕпе малта пыракан виçĕ сфера шутне ветеринари, юридика çăмăллăхĕсем кĕнĕ. Вĕсен çаврăнăшĕ 13% тата 12%, 27 тата 138 млн тенке ÿснĕ.
Коммуналлă çăмăллăхсен рынокĕн çаврăнăшĕ 8,5%, 4,89 млрд тенкĕ таран ÿснĕ (22% тÿлевлĕ çăмăллăхсен пĕтĕмĕшле рынокĕнчен), хăна çурчĕсен — 8%, 202 млн тен., санаторисен — 5,5%, 341 млн тенкĕ.
Транспорт çăмăллăхĕсем паракан организацисен çаврăнăшĕ чакнă (0,5%, 3,2 млрд тен.), телеком-операторсен (6,7%, 2,67 млрд тен. таран), культура учрежденисен — 9%, 270 млн тен. таран. Медицина çăмăллăхĕсем январьте 1%, 2,3 млрд тен. таран чакнă, вĕрентÿ çăмăллăхĕсем — 1,5%, 2,42 млрд тен. таран.