Раççейрен специалистсем тухса кайнин хăвăртлăхĕ чакнă, патшалăх çÿллĕ класлă специалистсене илертмелли условисем малалла тăвать. Çакăн пирки РФ Президенчĕ Владимир Путин каланă.
ТАССăн «Владимир Путина 20 ыйту» проект валли панă интервьюра президент çапла палăртса хăварнă. Патшалăх çÿллĕ квалификациллĕ специалистсене тытса чармалла. «Эпир хамăр грант пулăшăвĕн пысăк системине хатĕрленĕ, çакă IT (информаци технологийĕсем — прим. ТАСС) кăна тивмест. Лайăх ĕçлет çакă. <…> Пăхăр-ха, мĕн чухлĕ килеççĕ, юхăм кайрĕ».
Специлистсем пăрахса кани пирки вăл «рыба ищет, где глубже, а человек — где лучше» тесе каларăша аса илнĕ. «Эппин, патшалăх пысăк класлă специалистсене илĕртес тесе условисем туса памалла».