Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
2 Мартӑн 2020, 11:11

Путин: Раççей коронавируса хирĕç кĕрешессипе пурне те тăвать

Президент каланă тăрăх, Раççейре лару-тăрăва контроллесе тăраççĕ.

Раççейре коронавируса хирĕç кĕрешессипе мĕн кирлĕ, çавна пурне те тăваççĕ, пĕтĕмĕшле лару-тăрăва контроллеççĕ. Çакăн пирки РФ Президенчĕ ĕнер Ирхине «Внуково» аэропортăн правительство терминалĕнче иртнĕ канашлура каланă.
«Çак хăрушă чире хирĕç кĕрешме Раççейре пурне те тăваççĕ, тивĕçлĕ мерçем йышăннă. Вĕсем эффективлă пуласса шанас килет» — тенĕ патшалăх пуçлăхĕ.
Ун сăмахĕсем тăрăх, коронавирус алхаснин начар енĕсем пĕтĕм тĕнчери хуçалăх çыхăнăвĕсене тивеççĕ. «Коронавирус алхасни экономика çине мĕнле витĕм кÿни пирки калас пулсан, кунта уйрăм тимлĕ пулмалла», — тенĕ Путин.
Патшалăх пуçлăхĕ чи пысăк нефтьпе газ компанисен ертÿçисемпе ирттерекен канашлура коронавируса пула глобаллĕ чĕртавар рынокĕнче пулса иртекен лару-тăрăва мĕнле йышăнмалли пирки канашлама шутлани пирки каланă.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: