Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
2 Мартӑн 2020, 20:48

РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министертсвин представителĕ Мария Захарова Фольклориадăна хутшăнма аккредитации иртме пулни çинчен пĕлтернĕ

РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министертсвин представителĕ Мария Захарова, кашни эрнере иртекен брифингра сăмах каланă чухне VI Пĕтĕм тĕнчери Фольклориада хутшăнма аккредитации иртме пулнине пĕлтернĕ.

— Пушкăртстанра июлĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа августăн 1-мĕшĕччен VI Пĕтĕм тĕнчери Фольклориада иртет. Çак пысăк мероприяти Раççейре темиçе тапхăр иртĕ. Июлĕн 18-мĕшĕнче мероприяти Уфара уçăлĕ, июлĕн 19-мĕшĕнче наци костюмĕсем тăхăннă хăнасем урамсемпе иртĕç. Çак эрнерен Раççейри тата ют çĕршывсенчи массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем VI Пĕтĕм тĕнчери Фольклориадăн официаллă сайтĕнче аккредитации иртме пултараççĕ, — тенĕ Мария Захарова. — Мероприятие 85 çĕршыври 3000 ытла представитель хутшăнĕ. 14 кун тăршшĕ çĕршывсен тата регионсен коллективĕсем пĕр-пĕринпе культура майĕпе хутшăнĕç.
«Башинформ» ИА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.
Читайте нас: