Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
3 Мартӑн 2020, 18:01

Халăх ăстисем Пушкăртстан культурине хăйсен алĕçĕсенче кăтартса параççĕ

Сувенир продукцине пысăк партипе тума пултаракан ăстасене хутшăнма чĕнеççĕ.

Кирлĕ тираж — 2000-рен ытла. Конкурса Пушкăртстан Республикин культурине, историне, этнос хăйнеевĕрлĕхне сăнласа паракан оригиналлĕ япаласене йышăнаççĕ.
Конкурс ĕçне кирек мĕнле материалтан, декоративлă-прикладной искусствăн тата ремеслан кирек мĕнле жанрĕнче тата техникăра тунă япалана тăратмалла. Конкурс категорийĕ — Пушкăрт VIP-сувенирĕ, унта VI Пĕтĕм тĕнчери Фольклориада логотипне ÿкереççĕ CIOFF®2020, Текстиль сувенирĕ, Полиграфи сувенирĕ.
Конкурса 2020 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен пĕтĕмлетеççĕ, результатсене Фольклориадăн официаллă сайтĕнче пичетлеççĕ.
Конкурса хутшăнас тесен конкурс ĕçĕсене тата заявкăна мартăн 20-мĕшĕччен тăратмалла.
Читайте нас: