Асăну тата чысламалли куна республикăра тĕн йăли-йĕркине упраса хăварма, çемье хаклăхне тата ăрусем хушшинчи çыхăнăва тĕреклетес тĕллевпе çирĕплетнĕ.
Тĕрлĕ тĕн представителĕсен асăну кунĕсем тĕрлĕ вăхăта килеççĕ. «Православи тĕнне ĕненекенсен Мăнкун хыççăнах пулакан «ашшĕ-амăш кунне» («родительский день») эпир илместпĕр», — тенĕ Радий Фаритович.
Муниципалитетсенче Асăну тата чысламалли кунра фронтовиксен, Хĕçпăшаллă Вăйсен тата çар тытăçăвĕсен ветеранĕсен, тыл ĕçченĕсен вилтăприсене, масарсем çинчи йăх тата çемье пытарнă вырăнсене тирпейлессине йĕркелемелле.
Документпа килĕшÿллĕн, Пушкăртстан Правительствине мартăн 30-мĕшĕччен мероприятисен планне ĕçлесе хатĕрлеме тата çирĕплетме, асăннă мероприятие йĕркелеме укçа-тенкĕ çăлкуçĕсем тупма хушнă.