Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
3 Мартӑн 2020, 16:10

Тĕн пуçлăхĕсем Радий Хабировăн указĕ пирки хăйсен шухăшне пĕлтернĕ

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров ĕнер «О Дне поминовения и почитания в Республике Башкортостан» указа алă пуснă. Ăна çуллен майăн 2-мĕшĕнче ирттереççĕ.Радий Фаритович çакнашкал кун çирĕплетесси пирки хăйĕн шухăшне сÿтсе явнă республикăри конфессисен тĕн пуçлăхĕсем — ПР мăсăльмансен Тĕн управленийĕн председателĕ Айнур Биргалин, Пушкăртстанăн тĕп раввинĕ Дан Кричевский, Вырăс Православи Чиркĕвĕн Мускав патриархачĕн митрополин Пушкăртстан пуçлахĕ, Уфа тата Стерлитамак митрополичĕ Никон — çакăн пирки мĕн шухăшланине пĕлтернĕ.

Вырăс Православи Чиркĕвĕн Мускав патриархачĕн митрополин Пушкăртстан пуçлахĕ, Уфа тата Стерлитамак митрополичĕ Никон:
— Пирĕн республикăра ытти конфессисемпе пĕрле масарсем çинче пуçтарнин, пĕр-пĕрне пулăшнин тĕслĕхĕсем питĕ нумай, çакă лайăх йăла-йĕрке. Халĕ çакна ятарлă указпа çирĕплетнĕ. Çитменнине, республика ертÿçисем, муниципалитет пĕрлĕхĕсен пуçлăхĕсем, Радий Хабиров указĕпе килĕшÿллĕн, тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ… Çак кун кăмăл-сипет енчен те пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен эпир масарсем çинче пĕрле тирпей-илем кĕртетпĕр кăна мар, пурте пĕрле кĕл тăватпăр, вилнисене асăнатпăр. Леш тĕнчене кайнă çынна асăнмалла, ăна асра тытмалла, çак çын çинчен кĕл туни пĕлтерĕшлĕ. Чиркÿ вĕрентнĕ тăрăх, вилнĕ çын хăйĕншĕн хăй кĕлĕ вулаймасть, çакна эпир, çĕр çинче пурăнакансем тума пултаратпăр. Питĕ лайăх йăла пуçланать. Ман шутпа, çынсем ăна ырласа йынăшĕç.
Читайте нас: