Ачасем вᾰййа хᾰйсем мĕн курнине, асᾰрханине, илтнине кĕртеҫҫĕ. Вĕсем ашшĕ-амᾰшĕ пек «ĕҫе» ҫӳреҫҫĕ, асламᾰшĕ пек «апат пĕҫереҫҫĕ», пӳрт-ҫурта илем кӳртеҫҫĕ, хᾰйсем пĕлекен ҫынсем пек хᾰтланаҫҫĕ. Ача садĕнче ĕҫленĕ май, ачасем мĕнле ҫемьере ӳсни яр-уҫҫᾰн курᾰнать. Шкул ҫулне ҫитмен ачасем вᾰйᾰра пурнᾰҫа ᾰнланма пуҫлаҫҫĕ, ытлашши вᾰй-хакᾰлне чакараҫҫĕ, ҫынсемпе хутшᾰнма хᾰнᾰхаҫҫĕ, хᾰйсен ĕҫне хаклама, йывᾰрлᾰхсене ҫĕнтерме вĕренеҫҫĕ.