Мартăн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Çамрăксен театрӗнче Чăваш Наци Конгресӗн Мăн Канашӗн ларăвӗ пулать. Унта 2019 çулта тунă ӗçсене пӗтӗмлетмелле тата Чăваш Республикин патшалăх наци политикине Чăваш автономийӗ 100 çул тултарнине халалланă çулта еплерех пурнăçлассине сӳтсе явмалла.
2020 çулхи Пӗтӗм Раççей халăх çыравӗнче наципе культура организацийӗсен ăнлантару ӗçӗ пирки те калаçмалла канашлăва пухăннисем. Федераллă патшалăх статистика службин Чăваш Республикинчи территори органӗн ертӳçи Э.Г. Максимова ăнлантарса памалла кун пирки.
Чăваш Автономи облаçӗ 100 çул тултарнине, Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çитнине, 2020 çулта Екатеринбургра Пӗтӗмчăваш Акатуйне уявласси пирки те калаçӗç Мăн Канаша кӗрекенсем.
Çавăн пекех Севастополь хулинче Крыма фашистсенчен ирӗке кăларнă чухне вилнӗ чăваш ывăлӗ-хӗрӗсене асăнса «Хурланакан амăш» палăка лартассине те сӳтсе явма палăртнă пухура.
Паллах, ытти ыйтусене те хускатӗç тӗрлӗ çӗртен пухăннă чăвашсем. «Сувар».