Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
6 Мартӑн 2020, 16:56

Кашнин аллинче — тюльпан

Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ умĕн хăйсен ĕçĕпе Пишпÿлекри МФЦ килнĕ хĕрарăмсене алăк умĕнчех чечексемпе кĕтсе илнĕ.

Пишпÿлекри МФЦ коллективĕ çапла парне тума шут тытнă. Нимте пĕлмен хĕрарăмсем çакнашкал тимлĕхе кăмăлтан йышăннă, савăк кăмăлпа кунтан кайнă.
— Калама çук лайăх! Кăмăл та çĕкленÿллĕ! МФЦ РГАУ ертÿçисене тавтапуç!— ăшшăн кулать нумай функциллĕ центра килнĕ Фануза. — Кунта ялан ăшă та хăтлă, сотрудникĕсем тимлĕ та ырă кăмăллă!
Айгуль ГАРЕЕВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Айгуль ГАРЕЕВА.
Читайте нас: