Халăх шухăшне тĕпчекен Пĕтĕм Раççей центрĕ (ВЦИОМ) çĕршывра пурăнакансем Раççей Федерацин Конституцине улшăнусем кĕртесси пирки сасăлав ирттернине епле йышăнни çинчен даннăйсене пĕлтерет.
Раççей Федерацин Конституцине улшăнусем кĕртесси çинчен ытларах та ытларах çын пĕлет: сасăлав ирттерни çинчен феврален 12-мĕшĕ тĕлне Раççейре пурăнакансен 78% илтнĕ, мартăн 3-мĕше тĕлне — 83%.
Сасăлăва Раççей çыннисен 67% хутшăнма шутлать, 41% çакăн пирки пĕрре те иккĕленмест. Кашни 5-мĕш çын (17%) хальлĕхе юлашки решени йышăнман-ха.
Сасăлăва хутшăнма кăмăл тунисен хушшинче кашни 2-мĕш çынни РФ Конституцинчи улшăнусемшĕн сасăлама шутлать.
Респондентсене хак пама сĕннĕ тÿрлетÿсем питĕ кирлĕ (85—97%) тесе шутлать. Сĕнÿсен хушшинче çак пуçарусем малта пыраççĕ: патшалăх пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси (97%), патшалăх ачасене социаллă пулăшупа тивĕçтересси (96%), МРОТ виçине пурăнма кирлеĕ минимумран сахал мар палăртасси (95%), пенсисене çуллен индексацилесси (94%), РФ территорине пайламасси (94%), чиновниксене урăх çĕршывра пурăнма ирĕк памасси (вид на жительство), чикĕ леш енче счетсем уçма тата ют çĕршыв гражданстви илме юраманни (93%)