Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
7 Мартӑн 2020, 13:06

Влаçсем Нефтеюганскра суранланнă нумай ачаллă çемье ашшĕне пулăшаççĕ

Бакалы ялĕнче пурăнакан 45 çулхи Рамиль Инсафутдинов Нефтеюганскри «АвтоДорстройМеханизация» компанине вахта мелĕпе ĕçе вырнаçнă. Вăл пĕрремĕш хут вахтăна кайнă. Февралĕн 17-мĕшĕнче сварка ĕçĕсене пурнăçланă чухне 8 метр çÿллĕшрен персе укнĕ. Йывăр травмăсемпе ăна хула больницине илсе кайнă. Арçыннăн аллине ампутацилеме тивнĕ, урине операции тунă, халĕ тата тепĕр операцие хатĕрлеççĕ.

Пирĕн ентешĕн сывлăхне республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерствин пуçлăхĕ Максим Забелин контрольне тытать. Пушкăртстан тухтăрĕсем Ханта-Манси автономи округĕнчи ĕçтĕшĕсемпе çыхăннă. Медиксен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Рамиля Пушкăртстана илсе килме халĕ юрамасть-ха, Нефтеюганскра ăна тулли шайра сиплеççĕ.
Инсафутдиновсен çемьинче 4 çултан пуçласа 14 çулчченхи пилĕк ача ÿсет. Февралĕн 18-мĕшĕнче Рамиле пăхма мăшăрĕ Алена тата амăшĕ Гашия Нефтеюганска кайнă. Халĕ Инсафутдиновсен 4 ачине вăхăтлăха ялти социаллă приюта вырнаçтарнă, вĕсем ача садне тата шкула çÿреççĕ. Пиллĕкмĕш ачине — инвалида— кукамăшĕ пăхать.
Бакалы район администрацийĕ çемьене юридика енчен те, укçа-тенкĕ енчен те пулăшса тăрать.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: