Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Мартӑн 2020, 20:24

Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх

Пишпÿлекре пурăнакан 68 çулхи Владимир Сергеевич Исаев ватăлма шутламасть, унчченхи пекех хастар позициллĕ юлать.

Манăн шутпа, совет тапхăрĕнче ÿснĕ тата ĕçленĕ çынсем ялан обществăшăн усăллă пулас килнипе палăрса тăраççĕ. Вĕсем çине-çине «Хускану вăл — пурнăç!» теме юратаççĕ.
— Манăн ÿсемрисем мĕн пĕчĕкренех атте-аннене выльăх пăхма, кил хуçалăхĕнче пулăшма хăнăхса ÿснĕ. Колхозра та ĕçлеме ĕлкĕреттĕмĕр, — каласа парать ĕç ветеранĕ, ПР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Исаев, районти йĕлтĕр ăмăртăвне хутшăннăскер. — Çавнах ачасене вĕрентсе ÿстернĕ, халĕ мăнуксемшĕн те тĕслĕх пуласшăн. Хĕлле йĕлтĕр çине тăратăп, юр ывăтатăп, кил таврашĕнче маташатăп. Çуркунне тата çулла хамăн çăк турттаракан автомобильпе тĕрлĕ хуçалăхсенче ĕçлетĕп.
Ĕçлĕ çулĕсенче Владимир Сергеевич тĕрлĕ çĕрте вăй хунă — механик та, инженер та, председатель те пулнă. Хăй вăхăтенче Тельман тата Киров ячĕллĕ колхозсене ертсе пынă. Ситекпуçĕнчи мĕнпур кĕлетсене, гаражсене çав вăхăтра туса лартнă.
— Хамăн КАМАЗ-55102 автомобиль-самосвалпа иккĕмĕш теçетке çул çÿретĕп. 2019 çулта Киров ячĕллĕ СПКра, КФХ Ямалтдинова, ООО «ОЛВАС», ООО «Переработка», ООО «Шатлык» ĕçлерĕм. Сенаж , тырă турттартăм.
Владимир Сергеевич Исаев пек тăрăшуллă ветерансем, паллах, кашни ялта пурах, вĕсем алă усса лармаççĕ. Кирлĕ пулсан, ялан пулăшма васкаççĕ, иртен пуçласа çĕрлеччен ĕçлеме пултараççĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: