Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
10 Мартӑн 2020, 15:55

Радий Хабиров санаторисемпе курортсене аталантарассипе ĕçлекен ушкăн йĕркеленĕ

Çакăн пирки вăл правительствăра ирттернĕ оперативлă канашлура пĕлтернĕ. Ĕç ушкăнне республика Пуçлăхĕн администрацин ертÿçин çумĕ Ринат Баширов ертсе пырать.

— Çакна мĕн валли тăватпăр? Пушкăртстан санаторийĕсем — сиплев учрежденийĕсен хăватлăран хăватлă комплексĕ, çĕршыври чи пысăккисенчен пĕри. Лару-тăрăва тишкернĕ хыççăн республикăн рекреаци потенциалне патшалăх тытассине çухатнине ăнлантăмăр, — тенĕ регион ертÿçи. — Татса памалли кирлĕ проблема: чылайăшĕ каяс тет, анчах путевкăсем хаклă пулни çынсене кирлĕ сиплев илме май памасть. Механизма шухăшласа кăлармалла — путевкăна тÿлеме пултарайман çынсем пурпĕр сиплев çăмăллăхĕсемпе усă курччăр, — хушна ĕç ушкăнне Радий Хабиров.
Ушкăн кашни эрнере путевкăсене мĕн хакпа сутнине контроллесе тăрассипе ĕçлесси паллă.
«Башинформ» материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: