Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
10 Мартӑн 2020, 15:02

Саха конгресӗ Путина Конституцин 68-мӗш статйине тӗкӗнмесӗр хӑварма ыйтнӑ

Саха конгресӗ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ патне заявленипе тухнӑ — Конституцин 68-мӗш статйине кӗртме палӑртнӑ улшӑнусемпе килӗшменни пирки пӗлтернӗ.

Аса илтеретпӗр, нумай пулмасть ҫӗршыв президенчӗ Конституцин 68-мӗш статйин 1-мӗш пунктне ҫапларах ҫырса хума сӗннӗ:
«Государственным языком РФ на всей ее территории является русский язык, как язык государствообразующего народа, входящего в многонациональный союз равноправных народов РФ».
Якутсен шухӑшӗпе кунашкал ҫырни Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсене уйӑрса хурӗ: пӗри тӗп халӑх пек шутланӗ, теприсем вара иккӗмӗшлисем пулса тăрӗҫ. Саха конгресӗ шутланă тӑрӑх кунашкал пайланине хӑрушӑ та яваплӑхсӑр социаллӑ эксперимент пек ҫеҫ хаклама пулать. Ҫавна май вӗсем ку улшӑнусене пӑрахӑҫлама, тавлашуллӑ пункта малтанхи пекех хӑварма ыйтнӑ.
Конституцине улшӑнусем кӗртнине йышӑннипе килӗшменнине халӑхран сасӑлав урлӑ ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ыйтса палӑртӗҫ. Улшӑнусене пӗтӗм Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхӑн ытларах пайӗ ырланӑ хыҫҫӑн вӑя кӗртесшӗн. Раҫҫейре вырӑс халӑхӗ патшалӑхӑн пӗтӗмӗшле йышӑн пысӑк пайӗ шутланнӑран кунашкал улшӑнӑва ҫӑмӑллӑнах кӗртме май пурри вырӑс мар халӑхсене самай пӑшӑрхантарать.
#политика, #Якути, #Раҫҫейре, #сасӑлавсем, #вырӑс чӗлхи
Читайте нас: