Вĕсем куçа курăнман, çапах та питĕ кирлĕ ĕç тăваççĕ — пирĕн историе упраса хăвараççĕ. Архивсенче пирĕн çĕршывăн хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли тата суверенитета упрамалли, патшалăх структурисен ĕçĕн эффективлăхне ÿстермелли сведенисем тытăнса тăраççĕ.
Архивсем пĕрмай пуянланаççĕ, мĕншĕн тесен обществăн ăс-тăн тата пурлăх пурнăçне сăнласа параççĕ, вĕсен культура пĕлтерĕшĕ — калама çук пысăк.
Архивистсем çакна пурне те упраççĕ, йĕркене кĕртеççĕ, сведенисем усăллă пулассишĕн явап тытаççĕ. Уявпа!
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.