Китайра пуçланса тӗнче тăрăх сарăлакан коронавирус кăна мар иккен-ха пире шиклентерекенни. Раççей чиккисем патне кайăк-кӗшӗк грипӗ çывхарнă. Самар тăрăхӗнче Африка мурӗпе чирленӗ хир сыснисене тупнă. Регион пирӗн республикăран инçех мар тата кăнтăралла вӗçсе кайнă кайăк-кӗшӗк миграцийӗ кӗç-вӗç пуçланассине шута илсен, сисчӗвленмелли чăнах та пур.
Вирусăн мутациленес йăли пуррине те манмалла мар. Грипăн çӗнӗ штамӗ палăрасран Турри сыхлатăрччӗ. Февральте кайăк-кӗшӗк грипӗ Украинăра, Словаки, Чехи, Инди, Вьетнам, Тайланд çӗршывӗсенче палăрнă. Кăçал хӗлле ăшă çанталăк тăнăран кайăк-кӗшӗк миграцийӗ чылай маларах пуçланасса кӗтеççӗ специалистсем. Шыв-шурсем нумай, хирсем юрпа питех витӗнменрен апат пуррипе кирек хăш территорине вӗсем канма чарăнасси кӗтменлӗх пулмӗ. Эппин, кайăк-кӗшӗк грипӗ пирӗн пата çитес хăрушлăх пысăк. Çавăнпа профилактика мерисене çирӗп пăхăнмалла.
Пӗрремӗшӗнчен, килти кайăк-кӗшӗке вӗçен кайăксенчен май пур таран сыхлама тăрăшмалла, урăхла каласан, ирӗкре çÿретме чармалла, апат паракан вырăна халех рабица сеткăпа карса илмелле. Çак мерăсене çуркунне кăна мар, çăвӗпех пăхăнмалла, мӗншӗн тесен грипп ерес хăрушлăх пӗр сезонпа кăна вӗçленмест. Иккӗмӗшӗнчен, чăх-чӗппе хур-кăвакала уйрăмшар пӳлӗмсенче усрамалла. Ют çынсене кӗртмелле мар.
Енчен те килти чăх-чӗп, хур-кăвакал чирлерӗ пулсан (симптомсем 1-7 кунран палăраççӗ: ӳт температури ӳсет, апат çимест, куçне хупса, пуçне пӗксе тăрать), тӳрех ветеринарсене пӗлтермелле, мӗншӗн тесен чир ытти харпăр хуçалăхсене хăвăрт сарăлма пултарать. Вирус чирлӗ кайăк каяшӗнче 30-40 кун таранах пурăнать. Енчен те пӗлтермерӗр-тӗк, штраф тӳлеме тивет.
Кӗçех чăх-чӗп сутмалли сезон пуçланать. 2018 çулта чирлӗ чӗпсене Чăваш Енрен машинăсемпе сутса çÿрекенсенчен туяннипе Тутарстанра харпăр хуçалăхсем шар курнă. Çавăн хыççăн унта ветеринари докуменчӗсӗр чăх-чӗп, хур-кăвакал, выльăх сутма чарнă. Халăх валли ятарлă площадкăсем йӗркеленĕ. Хапха умне килсе сутакансенчен чӗпсем туянса шар куриччен çак площадкăсене каймалла. Енчен те сутса çÿрекенсем пулчӗç-тӗк, ветеринари докуменчӗсене кăтартма ыйтмалла, машина номерне хăйсен умӗнчех телефон çине ÿкерсе илмелле.
Африка мурӗ те çитес хăрушлăх пур. Ăна сараканнисем — хир сыснисем. Вăрмансенче, уй-хирсенче вӗçен кайăк, чӗрчун виллине курсан курмăш пулни пысăк йăнăш. Специалистсем чӗрчун мӗнпе вилнине вăхăтра палăртни çав тери пӗлтерӗшлӗ пулнине каларӗç. Ун чух кăна эпир чир-чӗр сарăласран сыхланма пултаратпăр.
«Сувар» хаçат материалĕсем тăрăх.