Фестиваль мероприятисен тĕп лапамĕ Уфан историллĕ пайĕнчи «Арт-Квадрат» центр пулса тăрать. ПР Культура министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, хăнасемпе унта хутшăнакансем архитектор портфолионе тумалли мастер-класс, студентсен куратор ĕç-хĕлĕпе интенсив, мультидисциплинарлă воркшопсенче пулса курма пултараççĕ. «Ярмарка архитектурных вакансий» йĕркелеççĕ, участниксен бюро представителĕсемпе кĕске собеседовани иртме май пулать, пĕтĕм тĕнчери стажировка программисем пирки Уфа студенчĕсем каласа параççĕ.
«Перспектива» йĕркипе икĕ «çăвра сĕтел» пулать: «Создание молодежных сообществ» — экспертсем пуçласа ĕçлекен архитекторсен чи лайăх проекчĕсемпе паллаштараççĕ, «Образ города» — хăнасем Уфа хулине малашне мĕнле аталантарасси пирки хулан тĕп архитекторĕпе сÿтсе яваççĕ.
Фестивальте «Ватан» этнопарка тирпей-илем кĕртессипе пĕлтернĕ проектсен конкурсне пĕтĕмлетмелле. Унта 110 заявка килнĕ. Çĕнтерÿçĕ мартăн 28-мĕшĕнче паллă пулать.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.