Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Мартӑн 2020, 17:08

Яла каякан тухтӑрсене ытларах тӳлеҫ

«Земство тухтӑрӗ» тата «Земство фельдшерӗ» программӑсемпе яла ӗҫлеме каякансене ытларах тӳлеме пуҫлӗҫ.

Ку ыйтӑва паян Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче хускатнӑ.
Земство тухтӑрӗсене маларах 1 миллион тенкӗ, фельдшерӗсене ҫур миллион тенкӗ панă. Ӳлӗмрен тухтӑрсене 1,5 миллион тенкӗ пама тытӑнасшӑн, фельдшерсене — 750 пин тенкӗ. Ку укҫа аякри, ҫитме йывӑр ялсене ӗҫлеме вырнаҫнисене лекӗ. Ун пек территорисене палӑртассипе халӗ ӗҫлеҫҫӗ.
«Земство тухтӑрӗ» программа пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ хыҫҫӑн 471 килӗшӳ тунӑ, фельдшерсемпе — 63. Юлашкинчен каланисенчен 30-шӗ фельдшерпа акушер пункчӗсене ӗҫе вырнаҫнӑ, 33-шӗ — васкавлӑ медицина пулӑшӑвне.
Читайте нас: