Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Мартӑн 2020, 12:48

Конституцинчи çĕнĕлĕхсем

Улшăнусем чылай пулаççĕ, вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе паллаштарасшăн. Кирек мĕнле пулсан та тÿрлетÿсен шăпине халăх татса памалла.

РФ Президенчĕ тăратнă саккуна Патшалăх Думи йышăннă, Федераци Канашĕ те ырланă. Çакăн хыççăн регионсен саккун кăларакан органĕсен те ун тĕлĕшпе хăйсен позицине палăртмалла.
Тĕп Саккуна кĕртме сĕнекен тÿрлетÿсен шутĕнче — ĕç укçин чи пĕчĕк виçине пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен кая мар пулмалла çирĕплетесси, тĕрлĕ категорие тÿлекен пособисене индексацилесси, Раççей саккунĕсем тĕнче шайĕнчи нормăсенчен /вĕсем пирĕн правăна хирĕçлеççĕ пулсан/ аслăраххине çирĕплетесси тата ытти те. Çавăн пекех Раççей Президенчĕн должноçне çĕршывра 25 çултан кая мар пурăнннă, ют çĕршыв гражданлăхĕ çук çынсем кăна йышăнма пултарассине палăртни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чиновниксем, регионсен чи аслă должноçри çыннисем, депутатсем, судьясем, ытти категори тĕлĕшпе палăртнă требованисем те вырăнлă. Тата — çемьене, ача амăшĕпе ашшĕн прависене, ачалăха, арçынпа хĕрарăм союзне хÿтĕлени.
Мăшăрлану вăл — арçынпа хĕрарăм союзĕ.
Раççейре «федераллĕ территорисем» йĕркелеме пулать.
Раççей Федерацийĕ суверенитета тата территори пĕтĕмлĕхне сыхлать. Территорие уйăрса илме тата çапла тума чĕнсе каланисем пулмалла мар.
Раççей Федерацийĕ, пинçуллăх историйĕпе пĕрлешнĕскер, пире идеалсем тата Турра шанассине парса хăварнă ăру пуçараканĕсен астăвăмне упрать, патшалăха аталантарассинче ăрусем хушшинчи çыхăнăва тĕпе хурса историлле йĕркеленнĕ патшалăх пĕрлĕхне йышăнать. (Конституцинче пуçласа Турра асăннă).
Патшалăх Канашĕ ырланă документ Федераци Канашне каймалла, регионсен 2/3 пайĕ ырласан ФК тивĕçлĕ йышăну кăлармалла, унтан вара Конституци сучĕ хайхи тÿрлетÿ тĕлĕшпе пĕтĕмлетÿ тумалла, вара тин Президент пĕтĕм халăх сасăлавне ирттересси /ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирттерме планлаççĕ/ çинчен калакан указ кăлармалла. Кирек мĕнле пулсан та тÿрлетÿсен шăпине халăх татса памалла.
Кăçал муниципалитетсен шайĕнчи депутатсене çĕнĕрен суйлассинчен пуçласа Конституцире вырăс чĕлхин сумлă статусне уçăмлатнипе пĕрлех регионсене хăйсен тăван чĕлхисене аталантарма майсем туса памаллине çирĕплетни таранах — ĕç калăпăшĕ чăннипех пысăк пуласси куçкĕрет.
Самана улшăннă, çĕнĕ Тĕп Саккун кирли палăрать.
МИХ материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: