Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
13 Мартӑн 2020, 15:44

«Little Big» ушканăн «вирус» юрри «Евровидение-2020» конкурсра лайăх вырăн йышăнасса шанаççĕ

Коллектив «Uno» ятлă юррине пилĕк кунра çырнă, çакă вĕсемшĕн шÿт вырăнне кăна пулнă.

Ĕнер Пĕрремĕш каналри «Вечерний Ургант» программăра Раççĕйри «Little Big» ушкăнăн юррипе ÿкернĕ клип премьери пулнă. Çак юрăпа музыкантсем «Евровидение-2020» конкурса Роттердама каяççĕ.
Пилĕк кунра çырнă юрра акăлчанла юрлаççĕ, унта хушса юрламаллинче испан чĕлхин сĕмĕ те пур. Артистсем каланă тăрăх, конкурс композицийĕ «Бразили тĕсĕллĕ» пулать, унта чăннипе та Латинла Америка кĕвви илтĕнет.
МИХ материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: