Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Мартӑн 2020, 18:36

Пĕчĕк принцессăсем валли асамлă бал

Пишпÿлекри Ача-пăча творчествин центрĕнче çулленхи ыркăмăллăх акцийĕ — Пĕчĕк принцессăсен балĕ иртрĕ. Унта районти мĕнпур ялсенчен ачасем пуханчĕç.

Сывлăх кăлтăкĕсемлĕ 44 хĕр ача валли уяв фойеренех пуçланчĕ, унта фотозона капăрлатнăччĕ.
Район администраци пуçлăхĕ Наиль Гатауллин тата ПР Патшалăх Пухăвĕн — Курултайĕн депутачĕ Салават Харасов ашшĕ-амăшне тав турĕç, лайăх кăмăл-туйăм, пысăккă ÿсме тата асамлăха шанма сунчĕç.
Хĕр пĕрчисене тулăх программа кĕтрĕ — «Музыка», «Викторина-эрудит», «Мастер-класс — принцесса корони», «Уяв этикечĕ», «Лего-станци» и «Принцессăсен творчество мастерскойĕ» станцисем. Кашниех парне çĕнсе илчĕ, хаваслă флешмоба хутшăнчĕ.
Мероприятие Ача-пăча творчество центрĕ, Ача-пăча искусство шкулĕ, çамрăсен «Вектор» центрĕ, культура комитечĕ, «Çемье» центр, теп район библиотеки, опекăпа попечительство секторĕ, çамрăксемпе спорт тĕлĕшпе ĕçлекен комитет, вĕрентÿ пайĕ йĕркеленĕ, Давыдова Е.Ю. ИП пĕчĕк принцессăсене чечексем парнелерĕ.
Ирина ФОМИНА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег ЛЕОНТЬЕВ.
Читайте нас: