Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
16 Мартӑн 2020, 10:59

Путин Конституцие кĕртнĕ тÿрлетÿсем çинчен закона алă пуснă

#владимирпутинТĕп закона кĕртнĕ улшăнусене Патшалăх Думи тата Федераци Совечĕ, Раççейĕн 85 регионĕн парламенчĕсем ырланă.

Конституцие кĕртнĕ улшăнусем президент, правительство членĕсем, тĕрлĕ шайри чиновниксем умне тăратакан çĕнĕ требованисене тивеççĕ, патшалăх граждансем умĕнче социаллă ыйтусем тĕлĕшпе тытакан яваплăха çирĕплетеççĕ, парламентăн полномочисене улăштараççĕ, федераллĕ территорисене пайлама чараççĕ, вырăс чĕлхин статусне çирĕплетеççĕ. Кунсăр пуçне халĕ власть тытакан президента 2024 çулта çак поста йышăнма тепĕр хут хăйĕн кандидатурине тăратма ирĕк парать.
РИА Новости материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: