Çутă çул
-6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
16 Мартӑн 2020, 18:03

Уфара çулсене талăкĕпе саплаççĕ

Хулари коммуналлă службăсем 24 сехетлĕх ĕç графикне куçнă.

Тĕп вăйсем — хулари пиншер шăтăк-шатăклă магистраль çулĕсене юсанă çĕрте.
Дема районĕнчи Дагестанская урамра сехетне 10 километртан ытларах хăвăртлăхпа кайса пулмасть. Унта пурăнакансем асăннă микрорайонта çул хăçан лайăх пулнине аса илеймеççĕ, пĕлтерет bash.news
«Башкиравтодор» АУП Пишпÿлекри ДРСУ начальникĕ Алексей Никитин каланă тăрăх, районта асăннă ĕçе апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçăнма планлаççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне çул-йĕрçĕсем Пишпÿлек — Аксен, Приютово — Пишпÿлек çулсем çинче ĕçленĕ ĕнтĕ. Çанталăк условисене пăхсан, пирĕн патра кăçал çулсене халех юсама пуçланин усси çук.
Галина ВАРИКОВА.
Читайте нас: