Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Мартӑн 2020, 19:57

Шыв илес пулсан мĕн тумалла?

Çурхи шыв хăпарса кайни — çутçанталăк инкекĕ. Вăл çуркунне юр кинет ирĕлсен, пĕр е тепĕр дамба ишĕлсен пулма пултарать.

Шыв мĕн чухлĕ пулнине кура кирлĕ конструкцисене, çуртсене шыв кĕме е вĕсене ишсе пĕтерме, выльăх-чĕрлĕх вилме, тухăç тĕпленме пултарать. Хăш чухне çынсем вилни те пулкалать.
Пушкăртстан Республикинчи чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕ шыв илнĕ хушăра мĕн тумалли пирки аса илтерет:
Шыв иличчен
- телевизора е радиоприемника хускатăр: вĕсемпе кирлĕ информаци калама пултараççĕ. Хăрушлăх зонинчен тухăр — çÿллĕрех вырăна кайма тăрăшăр;
- кÿршĕсене, çывăх çыннăрсене хăрушлăх пирки пĕлтерĕр;
- документсене, хаклă япаласене, медикаментсене, пăсалман апат-çимĕç запасне, кирлĕ пулма пултаракан мĕнпур япаласене хатĕрлесе хурăр;
- пурлăха, хаклă япаласене çурт тăррине куçарса хурăр, йĕпенекен япаласене шкап тăррине илсе хурăр;
- электричествăпа газа чарса хурăр, кăмакари вута сÿнтерĕр, ишсе кайма пултаракан япаласене çыхса хурăр е хушма пулĕмсене хупса хурăр;
- чÿречесемпе алăксене хупăр, кирлĕ пулсан, чÿречесемпе алăксене хăмапа çапса хурăр;
- эвакуаци пунктне кайăр.
Читайте нас: