Çутă çул
-6 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
18 Мартӑн 2020, 12:30

Галия Мухамедьянова: «Конституцине улшăнусене халăх ырласан кăна кĕртме пулать»

Конституци сучĕ Конституцие кĕртнĕ улшăнусене законлă тесе йышăннă.

Пушкăртстан Республикин Обществăлла палата Председателĕн çумĕ Галия Мухамедьянова хăйĕн шухăшне пĕлтерет: «Ман шутпа, пирĕн тĕп закона улшăнусем кĕртни тĕрĕс решени. Вăхăт улшăннă. Законсемпе постановленисем те вăхăт иртнĕ май улшăнмаллах. Пĕтĕм процеса тĕрĕс йĕркепе пурнăçлаççĕ. Малтан РФ Конституцине кĕртнĕ улшăнусене çынсемпе, муниципалитетсенче, Раççей обществăлла палатинче сÿтсе явнă. Сÿрĕк мар кăмăллă тата хастар пурнăç позициллĕ çынсем хăйсен шухăшне пĕлтерме пултарчĕç. Апрелĕн 22-мĕшĕнче пиртен кашни законпа никĕсленсе улшăнусемпе килĕшни е килĕшменни пирки сасăлама пултарать. Çак çĕршывра ĕмĕр тăршшĕ пурăнакан тата ĕçлекен, ачисене ÿстернĕ çын пулнă май, паллах, сасăлама каятăпах».
«Башинформ» ИА.
Читайте нас: