Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
19 Мартӑн 2020, 10:43

Путин патшалăх мар пенсине тухмалли ÿсĕм çинчен закона алă пуснă

#владимирпутинАсăннă закона ĕнер, мартăн 18-мĕшĕнче, право информацийĕн официаллă порталĕнче пичетленĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин закона алă пуснă, унпа килĕшуллĕн, ирĕклĕ пенси страхованийĕн йĕркипе патшалăх мар пенсине илме право хĕрарăмсен 55 çултан, арçынсен 60 çултан пулать.
Документ, тÿрремĕн илсен, Инçетри Çурçĕрте ĕçлекенсене, вĕçев составне кĕрекенсене тивет.
Патшалăх мар пенсие гражданина пенси тивĕçтерĕвĕн патшалăх мар пенси счечĕ çинче укçă-тенкĕ пур пулсан параççĕ.
Закона парламентăн аялти палатин финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков ертсе пыракан депутатсен ушкăнĕ пуçарнипе пăхса тухнă. Патшалăх Думинче закона мартăн 5-мĕшĕнче йышăннă пулнă.
«Известия».
Читайте нас: