—Паллах, Федераллĕ Пухăва янă çырăва пĕтĕмлетсе тата ытти сÿтсе явнисем тăрăх ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ, эпир Пушкăртстан Республикин Обществăлла палатинче улшăнусене сÿтсе яврăмăр, хамăрăн сĕнÿсене кĕртрĕмер. Ыйтăва сÿтсе явнă çĕре общество, коммерци мар организацисен, тĕрлĕрен общество институчĕсен, республикăри закон тăвакан пухăвĕн, вырăнти хăйтытăмлăх, ĕç тăвакан власть представителĕсем хутшăннă.
Ольга Панчихина шучĕпе пурте кирлĕ улшăнусем. 1993 çулхи Конституцинче вĕсем пулман. Ачасемпе, çемьесемпе, пенсионерсемпе ĕçлекен чылай организацисем социаллă сферăна тивекен улшăнусене ырланă.
— Чи малтан пирĕн ачасем — пирĕн пусаслăх пулнине ăнланмалла, вĕсем ÿсччĕр тата аталанччăр тесе пурне те тумалла, — тенĕ общественница.
Ольга Панчихина шучĕпе вырăс чĕлхине патшалăх йĕркелекенĕ тăвасси çинчен те сĕнĕве, çав вăхăтрах нумай нациллĕ çĕршыври ытти халăхсен чĕлхисем ку е тепĕр регионсенче патшалăх чĕлхи пулма пултарнине те ырланă.