Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Мартӑн 2020, 11:14

Песков Путин «удаленкăпа» ĕçлеме хальлĕхе куçма планламанни пирки пĕлтернĕ

#владимирпутинПатшалăх пуçлăхĕн пресс-секретарĕ президентăн ĕç графикĕ малалла пынине палăртса хăварнă.

РФ Президенчĕ Владимир Путин коронавирус сарăлнине пула йĕркеленнĕ лару-тăрăва пула инçетлетнĕ ĕç режимне куçма планламасть. Çакăн пирки ТАССа ĕнер патшалăх пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков пĕлтернĕ.
«Президент нимĕнле удаленка та планламасть. Хальлĕхе. Ĕç графикĕ унчченхи пекех пырать», — тенĕ Кремль представителĕ.
Çĕнĕ коронавируса пула чылай çын чирленине 2019 çул вĕçĕнче Китайра регистрациленĕ, каярахпа вăл 150 ытла çĕршывра сарăлнă, Пĕтĕм тĕнчери Сывлăх сыхлав организацийĕ ăна пандемия тесе йышăннă.
Юлашки даннăйсем тăрăх, тĕнчипе çак чирпе 300 пин ытла çын чирленĕ, 13 пин ытла вилнĕ. Раççейре чирленĕ 367 самант регистрациленĕ. РФ территоринче йĕркеленнĕ лару-тăру çинчен информацие пĕлтерсе тăма стопкоронавирус ресурс пуçарса янă.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: