Çутă çул
-7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
25 Мартӑн 2020, 14:46

Ишимбайри трикотаж фабрикинче нумай хут усă курмалли медицина маскисем çĕлеме пуçланă

Нумай хут усă курмалли медицина маскисене «Ишимбайский трикотаж» ОООра 7 пине яхăн кăларнă. Кирлĕ пулсан, талăкне 15 пин маска çĕлеме пултараççĕ.

Икĕ сийлĕ маскăна çемçе çитсаран çĕленĕ, унпа сывлама çăмăл. Хальлĕхе икĕ тĕслĕ çĕлеççĕ, мĕншĕн тесен чылай промышленнăç предприятисем хура тĕслĕ маска çĕлеме заказ параççĕ.
— Масăсене çума, вĕретме, утюглама тата дезинфекцилеме пулать. Анчах вĕсене те икĕ-виçĕ сехетрен улăштармалла. Хывнă хыççăн вĕсене супăньпе çумалла, вĕретмелле, типĕтмелле, вĕри утюгпа якатмалла, вара тепĕр хут усă курма пулать.
Тавар пахалăхне контроллеççĕ, пĕр маска 30 тенкĕ тăрать. Заказсем Подмосковьерен, Кабардино-Балкаринчен тата ытти регионсенчен килеççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: