Çакăн çинчен Кремлĕн пресс-службинче пĕлтернĕ. «Мартăн 30-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 3-мĕшĕччен ĕçлемелли мар кунсем палăртмалла, ĕçлекенсен ĕç укçине сыхласа хăвармалла», — тенĕ указра.
Решение халăхăн санитарипе эпидемиологи ăнăçлăхне сыхласа хăварас йĕркепе йышăннă.
Пĕр чарăнми ĕçлекен организацисене, медицина учрежденисене, аптекăсене, халăха куллен кирлĕ тавар кăларакан, апат-çимĕçпе тивĕçтерекен организацисене тата ытти хăш-пĕр предприятисене указ тивмест.