Тĕнчери лару-тăрăва пула редакци ĕçĕнче те улшăнусем пулаççĕ
Коронавирус мурĕ алхаснă вăхăтра мĕнпур массăллă мероприятисене чарса хунă е урăх вăхăта куçарнă.
Районти тĕп больницăра карантин йĕрки пĕлтернĕ. Халĕ кама курсан та пурте пĕр япала пирки калаçаççĕ. Пурте пĕрле пулсан, улшăнусене ăнланса йышăнсан, требованисене çирĕп пăхăнсан, пурне те çĕнтерĕпĕр.