Кашни ушкăна социаллă ĕçчен кĕрет. Вĕсем ылмашăнаççĕ. Петĕмпе 2000 ытла соцработника явăçтарнă.
Чикĕ леш енчен таврăннă граждансенчен пĕри алăкĕ çине çапла çырса çапнă: «Да сижу, сижу я дома! Да, съездил в ОАЭ. Чувствую себя хорошо, жена и дети тоже. Помощь не нужна. Гречка — есть! Туалетная бумага — тоже. Одно только — не звоните! Ребенок спит!»
Регионти Ĕç министерствин органĕсем пĕлтернĕ тăрăх, хваттерсем тăрăх çÿресе изоляци режимне пăснă граждансен ячĕпе 270 акт çырнă ĕнтĕ. Пушкăртстанри Роспотребнадзор 37 çын тĕлĕшпе административлă ĕçсем пуçарнă.
Коронавируспа карантина пăснă граждансене Раççейре 300 пин тенкĕ штраф, юридика сăпачĕсене — миллион тенкĕ таран хураççĕ.
«Башинформ» материалĕсем тăрăх.