Вăл темиçе ыйту çинче тимлĕхне çивĕчлетнĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем:
- вырăнти, регион, федераллĕ власть органĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура эффективлă ĕçлемелле;
- лăпланса лармалла мар, анчах шанчăклă та тĕплĕ ĕçлемелле, халăх шанăçне çĕнсе илмелле, тĕплĕ те тĕрĕс информаци памалла;
- пурнăçшăн кирлĕ мĕнпур сферăсене мониторинг ирттермелле, чи малтан, медицина пулăшăвĕ парассинче;
- çывăх кунсенче медицина учрежденисенче инвентаризацие вĕçлемелле, вĕсем пурте тулли хатĕрлĕхре пулмалла (çав шутра уйрăм çын клиникисем те пĕрлехи даннăйсен базинче пулмалла);
- РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсем тата полномочиллĕ представительсем койка фончĕшĕн хăйсем явап тытаççĕ, кирлĕ пулсан, хушма майсем тупма хатĕр тăмалла, койка резервне тупмалла;
- профиллĕ специалистсене (пульмонологсене, реаниматологсене, терапевтсене, васкавлă пулăшу бригадин сотрудникĕсене) нагрузка нумайланнă пирки ытти специалистсене те явăçтармалла (ординаторсене, профессорсене, медицина вĕрентÿ заведенисен преподавателĕсене), кирлĕ пулсан, медицина учрежденисен студенчĕсене те;
- уйрăм йĕркепе çыхăннă мĕнпур тÿлевсене вăхăтлă та туллин панине уйрăм контроле илмелле;
- пурне те халĕ килте юлсан шанчăклăрах пулнине ĂНЛАНТАРМАЛЛА.
РФ Президенчĕ граждансене ватăсем пирки (ашшĕсемпе амăшĕсем, аслашшĕсемпе асламашĕсем т. ыт. те) уйрăм тимлеме хушнă.
Путин кашни кун лару-тăрăва тимлеме хушнă.