«Чирленисем пурте хăйсене лайăх туяççĕ. Апла пулин те, экспертсем шутланă тăрăх, чирлекенсен шучĕ экспоненциаллă ÿсекен тапхăра куçатпăр, чирлекенсен шучĕ ÿснĕçем-ÿссе пыма пултарать. Çавна май Раççей правительствин сĕнĕвĕпе килĕшÿллĕн, паян, 20.00 сехетре ПР Пуçлăхĕн указĕ вăя кĕрет. Республикăри пĕтĕм халăх изоляцинче пулмалла (самоизоляция). ÇАКĂ ЙЫВĂР ПАЛАРĂМСЕНЕ ЧАКАРМА МАЙ ПАРАТЬ. Эпĕ ентешсене хăйсен сывлăхне яваплăх туйса йышăннăшăн тав тăватăп тата малашне те ăслă-тăнлă пуласса шанатăп», — тенĕ Радий Хабиров.