Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
31 Мартӑн 2020, 11:35

Пушкăртстан ялхуçалăх министрĕ вируса хирĕç кăмăс ĕçме тата пыл çиме сĕннĕ

Пушкăртстан Правительствин вице-премьерĕ — ялхуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов импĕр ытла нумай туянни пирки комментари панă.

Аса илтеретпĕр, импĕр (имбирь) хакĕ килограмне 350 тенкĕрен 5000 тенкĕ таран ÿссе кайнă. Çынсем ăна мĕнпур лавккасенчен туянса пĕтернĕ, мĕншĕн тесен, имĕш те, вăл коронавирус ересрен сыхлать.
«Пушкăрт пылĕ, кăмăс тата пирĕн патра кăларнă сĕт продукчĕсем чылай усăллăрах. Прополис тата ытти продукци те пур. Пушкăртстанра кăларнă апат-çимĕçпе усă курмалла, вĕсем иммунитета тĕреклетеççĕ», — тенĕ Ильшат Фазрахманов.
«Башинформ» материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: