Тӗнчере коронавирус алхаснă вăхăтра Аслă типӗн пӗлтерӗшӗ православи çыннишӗн тата пысăкрах. Çын апатпа кăна пурăнмасть. Çылăха хирӗç кӗрешес тесен малтан кӗлетке айванлăхӗсене, ыйтнине çӗнтерме тăрăшмалла: наянлăха, тутлă çиес килнине, çылăхлă шухăшсене, ыттине. Хăвăра çӗнтереймесен эсир пысăкрах çылăхсене хирӗç епле тăрăр? Типӗ вăхăчӗ çынна шалтан çирӗп пулма, вăй-хала пиçӗхтерме пулăшать.
Тӗрӗссипе, этем тӗн туйăмӗпе çуралать. Ку вăл ӗмӗрлӗх пурнăçа çирӗплетекен чун пӗлӗвӗ. Наукăпа техникăна, литературăпа искусствăна этем пӗлӗвӗн чи çÿллӗ шайӗ пек йышăнать. Кăна пăрахăçламалла мар. Анчах та чӗрӗ организм пулнă май этеме панă пӗтӗмӗшле пӗлӗвӗн питӗ пӗчӗк пайӗ ку. Пирте инстинктсем, психика ӗçне упракан шалти ăс-тăн, сверхсознани, тӗн интуицийӗ пур. Платон шалти сисӗме Турă патшалăхӗнче пурăннин чун асаилӗвӗ шутне кӗртнӗ.
Ӗненÿ вăл — Турăпа калаçни. Типӗ вара кӗлеткепе чун, ăспа туйăм хушшинчи шайлашăва тупмалли хатӗр. Типпе пула кӗлетке çепӗç музыка инструменчӗ евӗр пулса музыкантăн, чунăн, кашни хусканăвне ăнланма тытăнать. Типӗ чун халӗн иерархине йӗркелеме, этем психикин кăткăс йӗркеленӗвне тӗн (духовный тесе ăнланмалла) тӗллевӗсене пăхăнма пулăшать. Типӗ вăхăчӗ çынна япала патне туртăннине, куллен çӗр çинчи ырлăхсемшӗн кăна талпăннинчен хăтăлма май парать. Типӗ вăхăчӗ чунпа кӗлеткен пӗрлӗхне шайлаштарма кирлӗ. Апат енчен чарни чун ирӗклӗхне тупма паракан хатӗр. «Çыннăн апат çиессишӗн пурăнмалла мар, пурăнас тесен çимелле», – тесе Сократах каланă. Типӗ тытни — вăй-хал кăтартăвӗ, ӗненÿ вара –вăй-хал ӗçӗ. Хăйне апат енчен те тытайманнин мӗн калаçмалли ытти çылăхсене çӗнтересси пирки? Ан манăр, хуть мӗнле пысăк ӗç те пӗчӗккинчен пуçланать.