Рейд сăлтавĕ — хăш-пĕр апат-çимĕç хакĕсене ÿстерни пирки халăхран ыйтусем чылай килни. Сăмахран, лимон тата импĕр хакĕ кинет ÿссе кайнă. Сутуçăсем каланă тăрăх, çак çимĕçсене халăх йышлă туянать, çавăнпа хаксене 100 хут ÿстерсе лартнă. Имĕш те, курттăм сутакан базăсенче те хаксем пысăкланнă.
— Кунта поставщиксем коронавирус пандемине пула халăха улталанă факт куçкĕрет! — тенĕ «Единая Россия» партин ПР «Халăх контролĕ» проекчĕн координаторĕ Гульнур Кульсарина.
Рейд вăхăтĕнче чылай суту-илÿ точкисенче карантин мерисене пăхăнманни те палăрнă. Сăмахран, тавар туянакансем хушшинчи дистанцие пăхăнмаççĕ. Пасарта тавар сутакансем перчетке тата маска тăхăнман. Маска пуррисем те вĕсене тĕрĕс мар тăхăннă, хут укçапа ĕçлеççĕ.
Аптекăсенче пулса тарусемпе хÿтлĕх хатĕрĕсем сутлăхра пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ. Вируссене хирĕç препаратсенчен чылайăшĕ сутлăхра пулман, маскăсемпе антисептиксем пачах та çук.
Пуринчен ытларах халăх контролерĕсене урам тулли халăх çÿрени тĕлĕнтернĕ. Лавккасемпе урамра ытларах çулланнă çынсем пулнă — шăпах вĕсен сывлăхĕ теветкеллĕх зонинче-çке, вĕсен карантинра пулмалла!
«Халăх контролерĕсем» çынсене килте юлма, питĕ кирлĕ пулсан кăна урама тухма канаш панă. Апат-çимĕç туянма «Наша забота» волонтерĕсем пулăшаççĕ. Регионри «Единая Россия» колл-центрне талăкĕпе шăнкăравлама пулать — 8 800 201 89 03.
— Çавăн пекех ВКонтакте ушкăна сирĕн патри лавккасенчи хаксем пирки çырса яма пултаратăр, — тенĕ Гульнур Кульсарина.
«ЕДИНАЯ РОССИЯ» ВПП Пушкăртстан регион уйрăмĕн пресс-центрĕ.