Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Апрелӗн 2020, 14:04

Килте юлатпăр

Коронавирус алхаснине пула çынсен талăкĕ-талăкĕпе килте ларма тивет, самоизоляци режимне пурин те пăхăнмалла вĕт!

Пушкăртстан Республики халăх хăрушсăрлăхне пăхăнас тĕллевпе çирĕп изоляци тата карантин режимĕнче пурăнать. Чылайăшĕшĕн çакă чăн-чăн шок пулса тăнă, йăлана кĕнĕ пурнăç йĕркине кинет улăштарма хĕнтерех çав. Талăкĕпе килте ларма хăнăхман эпир. Теприсем дисциплинăна хăнăхаççĕ, пĕрисем килте ĕçлеççĕ, вĕренеççĕ. Çакă хамăрăн хăрушсăрлăхшăн кирлине ăнланаççĕ.
Анастасия МИХАЙЛОВА, Пушкăрт кооператив институчĕн студентки, Пишпÿлек ялĕ:
— Самоизоляци йеркипе килте ларатпăр. Урама питĕ кирлĕ пулсан кăна тухатпăр. Мартăн 19-мĕшĕнчен дистанциллĕ вĕренетĕп, заданисем тăватăп та преподавательсене тĕрĕслеме ярса паратăп. Йăмăкпа вылятпăр, вулама вĕренетпĕр.
Килте ларса тунсăхласа çитрĕм, кичем. Анчах чăтса пулать — пĕрлехи дисциплинăпа, вăйпа вируса çĕнтерĕпĕр.
Айгуль ГАРЕЕВА çырса илнĕ.
Читайте нас: