Коронавирус сарăлнине хирĕç кĕрешекен республика штабĕн даннăйĕсем тăрăх Пушкăртстанра COVID-19 вирус ернĕ 10 самант регистрациленĕ. Икĕ пациент сывалнă, вĕсене больницăран кăларнă.
Республикăри стационарсенче коронавирус инфекцийĕ тесе шухăшлакан 106 çын учетра тăрать.
Коронавируспа çыхăннă хăш-пĕр ыйтусене уçăмлататпăр.
— Медицина организацийĕсенче ĕçлекенсен тăванĕсене тĕрĕслеççĕ-и?
— Çакна тума кирлĕ мар. COVID-19 чирлекенсемпе контакт тытакан медицина ĕçченĕсен пурин те хÿтлĕх хатĕрĕсем тата ятарлă тумтир пур.
— Маскăна мĕн чухлĕ вăхăт тăхăнса çÿремелле?
— Маскăна урама тухсан, нумай çын пухăннă вырăнта кăна тăхăнмалла. Килте (хваттерте) вăл кирлĕ мар. Енчен те килте чирлекен çын пур пулсан кăна килте те маска тăхăнмалла.
— Коронавируса мĕнле тĕрĕсленмелле?
— Хальхи вăхăтра хăй ирĕкĕпе (йышлă скрининг) тĕрĕслев тумаççĕ. ПР Сывлăх сыхлавĕ çирĕплетнĕ тестсене тÿлевсĕр параççĕ.
— Маникюрпа парикмахерски специалисчĕсем клиентсене килĕсенче йышăнма пултараççĕ-и? Çакă йĕркене пăсни мар-и?
— Йĕркене пăсни шутланать. Пĕрремĕшĕ — килте унашкал çăмăллăхсем пама юрамасть, иккĕмĕшĕ — изоляци режимне пăсаççĕ.
— Çĕнĕ условисенче коммуналлă службăсем мĕнле ĕçлеççĕ?
— Мĕнпур коммуналлă службăсем штат режимĕнче ĕçлеççĕ. Ăшăтмалли сезон республикăра май уявĕсем хыççăн вĕçленет. Çак ыйтупа мĕнпур кирлĕ информаци ведомствăн официаллă сайтĕнче пур.
ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.