Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
6 Апрелӗн 2020, 11:14

Аэропорт ӗҫченӗсем ӗҫсӗр юлӗҫ

«Шупашкарти пӗтӗм тӗнчери аэропорт» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫченӗсем вӑхӑтлӑха ӗҫсӗр юлӗҫ.

Аэропортри ӗҫ вырӑнӗнче хуралҫӑсем, юристсем, бухгалтерсем тата администраци персоналӗ – пурӗ 26 ҫын — юлать.
«Паян пирӗн штатра 234 ҫын. Вӗсенчен 200-е яхӑн ҫынна вӑхӑтлӑха ӗҫлеттермӗпӗр. Вӗсене эпир окладӑн 2/3-мӗш пайне тӳлесе тӑрӑпӑр», – пӗлтернӗ аэропортӑн тӗп директорӗ Руслан Минаев Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынипе ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртнӗ канашлура.
Аса илтерер, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен Шупашкара «Победа» авиакомпани килме пӑрахӗ. Вӑл Шупашкара килекен авиарейссен 85 процентне пурнӑҫланӑ. Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен «Мускав-Шупашкар» направленипе «Нордвинд» авиакомпани те ҫӳреме пӑрахрӗ.
Аэропорт халӗ урӑх авиакомпанисемпе калаҫу ирттерет.
Читайте нас: