Тутарстанри Чистай хулин полици сотрудникӗсем кальянлă кафе-барсене тӗрӗслеме тухсан хулари пӗр заведени ним пулман пекех ӗçленине асăрханă. Ахăртнех, хуçа укçа çухатас темен. Халӗ вара унăн тупăшсăр тата нумайрах ларма тивет, эпидеми вăхăтӗнче йӗркене пăснăшăн заведение 60 талăка хупнă.
Тӗрӗссипе, коронавирус малтан иммунитечӗ хавшанă çынсене, апла-тăк ватăсене, ерет. Енчен те çынсем массăллă чирлесе больницăна çакланчӗç пулсан, медицина саккунӗсемпе сортировка пуçланать. Ун чух тухтăрсем ваттине мар, çамрăккине, ача кӗтекен хӗрарăма мар, нумай ачаллă аннене çăлма тăрăшӗç. Çавăнпа та, акă мӗншӗн яваплăрах пулмалла, сăлтавсăр килтен тухмалла мар. Пӗр эрнене ӗçрен хăтарнине хăшӗ-пӗри отпуск вырăнне йышăнни пысăк йăнăш. Ку вăл коронавирус сарăласран профилактика. Ученăйсен шучӗпе, Раççейре эпидеми пикӗ çитмен-ха, вăл апрель вӗçне, май пуçламăшне тÿр килмелле.
Хальхи вăхăтра килте ларасси кичем тени иртӗхсе нăйăлтатни кăна, хальччен алă çитмен ӗçе пурнăçласа вăхăта усăллă ирттерме пулать, телевизор-интернет пур. Ытти регионсемпе танлаштарсан, ку енчен Тутарстанра пурăнакансен ÿпкелешме сăлтав çук. «Цифра экономики» наци проекчӗпе килӗшÿллӗн, ТР Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министерстви «ИТ-парк» командипе пӗрле халӗ кăна Yardam.ru («ярдем» тутарларан «пулăшу» тесе куçать) портала хута янă. Унта пӗтӗмпе 140 сервис: апатпа эмел тивӗçтерессипе, инçетрен ӗçлемеллипе бизнес илсе пымаллипе çыхăннисем, федераллă тата республика хӗрÿ линийӗсем тата ытти те. Yardam.ru портала пулăшас кăмăллă хуть мӗнле компани те хутшăнма пултарать.
РФ Федераци Канашӗ мартӑн 31-мӗшӗнче Административлӑ йӗркене пӑснисем çинчен калакан кодекса кӗртекен улшӑнусене ырланӑ. Çапла, инфекци сарӑлас хӑрушлӑх пулнӑ вӑхӑтра самоизоляци режимне пӑхӑнманшӑн коронавирус ертмен гражданина 15 пинрен пуçласа 40 пин тенкӗ таранччен штраф пама пултараççӗ.
Должноçри çынсем валли штрафсен суммисем 50 пинрен пуçласа 150 пин тенкӗ тарана çитнӗ, юридици сӑпачӗсем валли штраф 200—500 пин тенкӗ е ӗçне 30 куна чарса лартаççӗ.
Енчен те гражданин самоизоляци йӗркине пӑснине пула тепӗр çын сывлӑхне сиен кӳнӗ е вӑл çавна пула вилсе кайнӑ пулсан, кунта преступлени палăрăмӗсем çук пулсан та, гражданинран 150 пин тенкӗрен пуçласа 300 пин тенкӗ таранччен штраф илме пултараççӗ. Должноçри çынсемшӗн çак штраф 300-500 пин тенкӗ пулать. Юридици сӑпачӗсене 500 пин тенкӗрен 1 миллиона çити штраф тӳлеттерме пултараççӗ.
Самоизоляци вӑхӑтӗнче куçса çÿреме ятарлӑ ирӗк илмелли йӗркене палӑртакан постановление алӑ пусса çирӗплетнӗ.
Тутарстанра çапла йĕрке ĕçлет.
Гражданин 2590 номер çине тӳлевсӗр SMS ярать, çакӑн пек текстпа: РЕГИСТРАЦИЯ# Хушамат Ят Ашшӗ ячӗ#паспорт серийӗпе номерӗ#пурăнакан адрес#Согласен(а) на обработку персональных данных. Тӗслӗхрен, РЕГИСТРАЦИЯ#Иванов Иван Иванович#9219963250#Казань Нигматуллина 5 квартира 9#Согласен(а) на обработку персональных данных.
Хирӗç ӑна SMS ярса параççӗ, регистраци кодне çырнӑ.
Унтан çыннӑн 2590 номер çине тепӗр SMS ямалла, унта "ЦЕЛЬ" тесе çырмалла та куçса çӳрессин тӗллевне вырӑсла çырса кӑтартмалла.
Ирӗк пама пултараççӗ çак тӗллевсене кӑна: килте никампа хӑвӑрма çук ачана садика леçме, больницăна е ветеринари пунктне кайма, виле пытарма кайма, паспорт илме е çӗнӗрен тутарма. Унсӑр пуçне дачӑна кайма, почтӑна çитсе килме, кредит организацийӗсене кайма ирӗк илме пулать. Çавӑн пекех чирлӗ тӑвансем патне эмел е апат-çимӗç леçме, вӗсене пулӑшу пама кайма ирӗк илме пулать.
Енчен те гражданин хирӗçле SMS илчӗ-тӗк, унта куçса çӳреме ирӗк паракан уникаллӑ код пулмалла тата унӑн срокӗсем. Çав вӑхӑтра, ӗçе çӳрекен çынсем валли ӗçрен паракан справка кӑна кирлӗ пулать. Машинăра ларакан кашни çыннӑн справка е ирӗк паракан код пулмалла.
Коронавирус инфекцине сарăлма парас мар тесе Тутарстан арграрийӗсем те çӗнӗлле ӗçлеççӗ. Анат Кама фермерӗсем халăха кирлӗ апат-çимӗçе заявкăпа тивӗçтерме тытăннă. Урăхла каласан, апат-çимӗçе тасатса çынсене килех кӳрсе параççӗ. Калăпăр, борщ пӗçерме кирлӗ апат-çимӗç — 80, ӗне ашӗнчен тунă фаршăн килограмӗ 320 тенкӗ. Енчен те заказ 500 тенкӗрен ытларах-тăк, фермер çул укçи илмест.
Куратпăр ӗнтӗ, лару-тăру шухăшлаттарать. Çапах та сывă юлас тесен чăтамах тивет. Коронавирус куçа курăнмасть, çавăнпа хăрушлăх кашни утăмра. Акă мӗншӗн профилактика мерисене çирӗп пăхăнмалла. Хамăр пирки, юнашаррисем çинчен шутласа килте лармалла. Хуларан яла таврăнни те лару-тăрăва лайăхлатмасть, çакă вăл тăванăрсен сывлăхӗшӗн хăрушлăх.