«Инçетхĕвелтухăç гектарĕ» программа 2016 çултанпа вăйра тăрать. Ун тăрăх кирек хăш Раççей гражданĕ Инçет Хĕвелтухăçĕнче пĕр гектар таран çĕр тÿлевсĕр илме пултарать. Закон суйласа илме май парать: сăмахран, 10 сотка çĕр дача е уйрăм çурт тума, кил хуçалăхĕ илсе пыма е коллективпа заявлени парса 10 гектар фермер ĕçĕ валли е рекреаци проектне пурнăçа кĕртме валли илме юрать.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Бурятинче тата Забайкальере социаллă объектсем тăвасси мĕнле пынипе интересленнĕ. «Бурятинче виçĕ больница, пĕр ФАП, пĕр шкул, 12 спорт комплексĕпе площадка çĕнĕрен тума тата 70 объекта реконструкци ирттерме планланă. Забайкальере — 40 ФАП, икĕ шкул, виçĕ ача сачĕ, икĕ спорткомплекс, 60 площадка, сакăр культура объекчĕ тума, 136 объекта реконструкцилеме планланă. Финансированипе лару-тăру мĕнле? Асăннă объектсенче мĕнле ĕç пырать?» — ыйтнă Президент.