Сехет хатӗрлекен валли 779 100 тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр сехет 2 пин те 597 тенке тăрать. Контракта алӑ пуснӑ хыҫҫӑн сехете 10 кунра хатӗрлесе памалла.
Сехет классика формиллӗ пулмалла. Циферблатӑн варринче Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ ӳкерчӗк вырнаҫтармалла. Сехетӗн хыҫал енне «От главы Чувашской Республики» тесе ҫырса хурӗҫ.
Сехете латуньтен хатӗрлӗҫ. Ылтӑн евӗр тӗслӗ пулӗ вӑл. Арҫын сехечӗн диаметрӗ 38 мм, хӗрарӑмӑн 28 мм пулӗ.