Строительсем 46 медикпа 5 пулăшу персоналĕ вырнаçма пултаракан общежитие апрелĕн 14-мĕшĕнче хута яма сăмах параççĕ. Центра июнь пуçламăшне туса пĕтермелле.
Общежити корпусĕ валли пĕрремĕш плитине хунă, паян иккĕмĕш плитине хытатса лартма пуçлаççĕ. Ыран, апрелĕн 10-мĕшĕнче, бетон никĕс çине маларах пухса хунă корпуссене куçарма пуçлаççĕ.
Хальхи вăхăтра унта общежити патне çулсем тăваççĕ, ăна та ыран туса пĕтермелле. Больница корпусĕсем общежитинчен чылай пысăкрах пулаççĕ. Вĕсем çинçе стеналлă çăмăл хурçă конструкцисенчен тăраççĕ. Электрокабель хунă ĕнтĕ, çывăх вăхăтра электричество параççĕ.
Вăхăтлăх клиникăпа диагностика инфекци центрĕ 16000 тăв. м лаптăклă (унта талăкĕпе пулмалли тата реанимаци боксĕсем, диагностика тата дезинфекци уйрăмĕсем, лаборатори тата тĕп стериализаци уйрăмĕ) пулать. Объект енчен те коронавирус инфекцийĕпе чирлекенсен шучĕ нумайланнă, асăннă профильлĕ халь пур медицина объекчĕсенче вырăн çитмен хушăра кирлĕ пулать.
«Башинформ» материалĕсем тăрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Правительствин пресс-служби.