Çакăн пирки паян республикăри Сывлăх сыхлав министерствинче коронавирус инфекцийĕн ыйтăвĕсемпе иртнĕ брифингра ПР Обществăлла хăрушсăрлăх ведомствăсен совечĕн секретарĕ Алексей Касьянов пĕлтернĕ.
«Енчен те унччен йĕркене пăсакансемпе тĕл пулнă чух 90% ăнлантарса каланă кăна пулсан, паянтан пурне те административлă йĕркепе явап тыттараççĕ. Çакна пурте илтчĕр, кайран хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлакан право сыхлакан органĕсен сотрудникĕсене ан çилленччĕр. Çакă вăл хăратни мар — ку чухнехи кирлĕ пулăм», — тенĕ Алексей Касьянов.
Регион пуçлăхĕ республикăра пурăнакансен тулли изоляцинче пулмалли указ мартăн 31-мĕшĕнчи 20.00 сехетрен вăя кĕнĕ. Çак указпа килĕшÿллĕн, хуласемпе ялсенчи пурнăçшăн кирлĕ службăсен сотрудникĕсемсĕр пуçне ыттисем самоизоляци режимне пăрахăçличчен килте пулмалла.
"Башинформ" ИА материалĕсем тăрăх.