Çутă çул
+22 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
10 Апрелӗн 2020, 17:10

Чиркÿсемпе мечĕтсене кайма тăхтаса тăмалла

Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче храмсемпе мечĕтсене каймасăрах кĕлĕ вуланине килте онлайн пăхма пулать.

Мечĕтсенчи громкоговорительсенчен халĕ азан кăна мар, самоизоляци режимне пăхăнма ыйтнине те илтме пулать. Тĕн рупорĕ общество рупорĕ пулса тăнă. Вырăсла, пушкăртла, тутарла чĕнсе калаççĕ. Пĕтĕм республикипе мечĕтсенче вырнаçтарнă 1200 громкоговорительпе самоизоляци йĕркине пăхăнма ыйтаççĕ.
Раççей мăсăльманĕсен тĕп тĕн управленийĕнче çывхаракан Рамадан уйăхĕ улшăнмасăр юлать, теççĕ. Типĕ тытма килте те пулать. Массăллă мероприятисем пулмаççĕ.
Православии тĕнне ĕненекенсене пысăк уявсем кĕтеççĕ — Кăчкă уявĕ (Вербное воскресенье), Мăнкун эрни (Страстная седмица), Мăнкун (Пасха). Вĕсене куçармаççĕ, анчах кĕлĕ службисене урăхла йĕркелеççĕ — чиркÿ клирĕсем вĕсене хупă храмсенче вулаççĕ. Никон митрополит тата Çветтуй патриарх тĕне ĕненекенсене килĕсенче кĕл тума чĕнсе каланă.
Епархинче ăнлантарнă тăрăх, енчен те сирĕн священнослужительпе куçа куçăн калаçмалла пулсан, телефонпа шăнкăравламалла е епархи сайчĕ урлă ыйтăва хăвармалла.
«Вся Уфа» материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: